Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
30 Кӑрлач 2020, 11:19

Пушкăртстан учрежденийĕсем моделлĕ библиотекăсем йĕркелеме валли конкурс суйлавне хутшăнма пултараççĕ

#нацпроектыБашкортостанПирĕн республикăра «Культура» наци проекчĕн йĕркипе кăçал 3 моделлĕ библиотека ĕçлеме пуçлать. Вăхăт иртнĕ май вĕсен шучĕ нумайланать.

Мартăн 23-мĕшĕнче çитес çул муниципалитет моделлĕ библиотекăсем йĕркелеме валли конкурс суйлавне хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçлаççĕ. Вĕсене 2020 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Благовар районĕнчи тĕп район библиотекин, Туймазă районĕнчи Кандры ял библиотекин, Дюртюли районĕнчи Асян ял библиотекин кĕнеке хранилищисене модернизацилеме федераллĕ бюджетран 20 млн тенкĕ уйăрса панă (асăннă библиотекăсем 2019 çулта федераллĕ конкурсра çĕнтернĕ).
Çĕнĕ статуса пăхмасăр, библиотекасенче унчченхи пекех кружоксем, клубсем, секцисем хăйсен ĕç-хĕлне малалла илсе пыраççĕ.
2024 çулччен регионра ку чухнехи 20 библиотека йĕркелеме планлаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: