Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
31 Кӑрлач 2020, 11:19

Ишимбай тата Сибай миллионшар тенкĕ илме тивĕçнĕ

2020 çулта Пушкăртстанри икĕ виртуаллă концерт залĕ йĕркелеме пĕршер миллион тенкĕ параççĕ.

Çакна ПР Правительствин президиум ларăвĕнче культура министрĕ Амина Шафикова пĕлтернĕ. Министр пухăннисене правительство йышăнăвĕн проекчĕпе паллаштарнă. Виртуаллă концерт залĕсене «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ.
— 2024 çул тĕлне Пушкăртстанра ултă виртуаллă концерт залĕ йĕркелеме палăртатпăр‚ — тенĕ Амина Шафикова. — Кăçал конкурса икĕ муниципалитет — Ишимбай районĕнчи тата Сибай хулинчи ача-пăча искусство шкулĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем виртуаллă залсене йĕркелеме пĕршер миллион тенкĕ çĕнсе илчĕç.
Виртуаллă концерт залĕсенче Мускари патшалăх филармонийĕн концерчĕсене трансляцилеççĕ. Муниципалитетри культура учрежденисене‚ федераллă конкурс суйлавне иртсен‚ пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курма‚ техника тата технологи оборудованийĕсем туянма укçа-тенкĕ уйăрса парĕç. Асăннă залсене йĕркелесе яма проекторсемпе экрансем‚ ноутбуксемпе акустика системисем‚ сцена конструкцийĕсемпе ытти материалсем кирлĕ.
Кăçал федераллă конкурса хутшăнма 68 регион заявка тăратнă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче 44 регион‚ вĕсен шутĕнче Пушкăртстан та.
— Маларах виртуаллă концерт залне Пушкăрт патшалăх филармонинче йĕркеленĕччĕ. Ун урлă çĕр ытла клубпа библиотекăна çыхăнтарса пулать. Çавăн пекех виртуаллă концерт залне «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче пуçарса ятăмăр. Вĕсем те февральтен трансляци пуçлаççĕ. Унсăр пуçне хăйсен контентне районсене çитерме пултараççĕ‚ — ăнлантарса панă культура министрĕ.
«Башинформ» ИА материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: