Çÿлерех асăннă Раççей ведомствин министрĕн çумĕ Елена Панова каланă тăрăх, уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕн представителĕсемпе, хытă коммуналлă каяшпа ĕçлекен регион операторĕсемпе, наука тата обществăлла организацисемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелемелле. Кунта вырăнти халăха тата туристсене те явăçтармалла. Ун шучĕпе, пĕрлĕхи тăрăшулăхпа кăна заповедник вырăнĕсен территорийĕсене таса та илĕртÿллĕ туса пулать.