Икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн пурте квалификацие ÿстерни çинчен удостоверенисем илнĕ, документсене акционер обществин ертÿçи Александр Долгов уявла лару-тăрура панă. Вĕрентĕве перекетлĕ производство требованийĕсемпе килĕшÿллĕн, персоналăн професси компетенцине аталантарас тĕллевпе ирттернĕ. 8 çул-йĕр тăрăх вĕрентÿ программине Пушкăрт отрасльсем хушшинчи институчĕн вĕренÿпе методика пайĕн специалисчĕсем ĕçлесе хатĕрленĕ, вĕсем мала кăларакан федераллĕ программăсене хутшăннин опычĕпе лайăх енчен палăрнă. Преподавательсен шутĕнче бизнес-тренерсем, коучсем, ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшĕнчи экспертсем пулнă.