Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Нарӑсӑн 2020, 11:30

Кооператив организацисен ертÿçисем пилĕк кунлă вĕренÿ иртнĕ

#национальныепроектыБелорецкри «Ассы» санаторинче иртнĕ эрнере Пушкăрт потребкооперацисен директорĕсем вĕренни, специалистсен шучĕпе, «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшать.

Мероприятие ПР суту-илÿпе потребительсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн ертÿçи Алексей Гусев та хутшăннă. Вăл отрасль ертÿçисене республикăра икĕ çул тăршшĕнче потребитель кооперацийĕ мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Пĕлтĕр 11 уйăхра Пушкăртстанра тавар çаврăнăшĕ 935 млрд тенкĕпе танлашнă, е 2018 çулхи çав тапхăр тĕлне 113,2%. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă курсра суту-илÿ отрасльне малалла аталантармалли тĕп пилĕк çул-йĕр палăртнă. Тĕпрен илсен пĕрлехи тăрăшулăхпа Пушкăртстанри 1500 яла суту-илÿ ĕçне явăçтармалла. Башпотребсоюз ятарлă программăсем тума планлать, вĕсемпе килĕшÿллĕн организаци валли налук çăмăллăхĕсем параççĕ тата инвестпроектсене пулăшма консультацисем ирттереççĕ.
«Панорама» хаçатран.
Читайте нас: