2020 çулта Уфара тата агломерацинче çак проектсене пуçлама планлаççĕ: çул-йĕре автоматизациленĕ йĕркепе илсе пыракан интеллектуаллă транспорт системине кĕртесси;
С. Юлаев проспекчĕ тата Валиди урамĕнчи транспорт развязкине реконструкцилесси тата ытти те.
«Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕн йĕркипе республикăна кăçал 2,223 млрд тенкĕ уйăрма планланă.
Ялсене социаллă, инженери инфраструктурипе, автоçулсемпе тивĕçтерес йĕркепе 203,03 млн тенкĕ, 2019 — 2024 çулсенче федераллĕ çулсене модернизацилеме республикăна 62,62 млрд тенкĕ уйăрнă. 2019 çулта Пушкăртстанăн çул-йĕрне федераллĕ укçа-тенкĕрен транспорт комплексне 5,2 млрд тенкĕ явăçтарнă (2018 çул тĕлне +371%).
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.