Тĕслĕхрен, инсульт (пуç миммине юн кайнă) чăтса ирттернĕ пациентăн суллахай тăнлав енче 2х2х1,5 см виçеллĕ артериовенозлă мальформаци (АВМ) тупса палăртнă. Спецификăна пула асăннă чирпе пациент инвалид юлма е вилме пултарнă.
Çĕнĕ эрго-концепциллĕ операци микроскопĕпе усă курса Рустем Шакиров врач нейрохирург пациентăн АВМ касса пăрахассипе кăткăс операци ирттернĕ. Пациент хăйне лайăх туять, çывăх вăхăтра яланхи пурнăçпа пурăнма пуçлать.
Пушкăртстан Республикин Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.