Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Нарӑсӑн 2020, 11:25

Пушкăртстанра «Цифра урокĕ» иртнĕ

#национальныепроектыĔнер республика инженери лицей-интернатĕнче «Персональные помощники» темăпа «Цифра урокĕ» уçă урок иртнĕ, унта Пушкăртстан республикин вĕрентÿпе наука министрĕ А.В. Хажин, Пушкăртстан Республикин цифра аталанăвĕпе патшалăх управленийĕн министрĕ Г.В. Разумикин хутшăннă.

— Халĕ пирĕн çĕршывра «Вĕрентÿ» наци проекчĕн йĕркипе «Цифрăллă вĕрентÿ тавралăхĕ» проект пурнăçа кĕрет: эпир шкулсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтеретпĕр, учительсене вĕрентетпĕр, — тенĕ ПР Вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин ачасемпе тĕл пулнă вăхăтра.
Айбулат Хажин каланă тăрăх, шкула çĕнĕ техникăпа тивĕçтерни çителĕксĕр, çĕнĕ техникăпа ИТ-проектсем тумалла, тĕрĕс усă курма пĕлмелле. «Цифра урокĕсем» малта пыракан технологи компанисенчен пĕлÿ илме май параççĕ. Пирĕн регион республикăри пĕтĕм шкулсем «Цифра урокĕ» проекта хутшăннипе палăрса тăрать.
Патшалăх влаçĕн органĕсенче вĕрентÿ пуçарăвĕсене кĕртекен «Яндекс» ООО директорĕ Д.А. Растворов шкул ачисене персоналлĕ пулăшакансен майĕсемпе паллаштарнă тата вĕсемпе мĕнле усă курмаллине каласа панă. Ачасем çынсем çырнă ыйтусене мĕнле татса панине тата мĕнле технологисем пулăшнине пĕлнĕ.
«Цифра урокĕ» Раççейре иккĕмĕш çул пырать, унăн задачи — шкул ачисен цифра компетенцине аталантарасси тата профориентаци.
ПР Вĕрентÿпе наука министерствин пресс-служби.
Читайте нас: