Тавар кÿнин виçи 0,74 млрд долларпа танлашать. Тĕпрен илсен, республикăна машиностроени продукцине кÿнĕ — 61,9%, хими промышленноçĕн продукцине тата каучук — 18,1%, металлсем тата вĕсенчен тунă изделисем — 7,3%, апат-çимĕç таварĕсем тата чĕртавар — 4,3%.
«2019 çулта республика ертÿçисем экспорт ĕç-хĕлне пысак тимлĕх уйăрчĕç, — каласа парать ПР тулаш экономика хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-секретарĕ Ильгизар Саньяров. — «Международная кооперация и экспорт» наци проекчĕ йĕркипе ĕçлесе хатĕрленĕ экспорт тата çăмăллăхсене экспортлассине аталантаракан регион проекчĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Раççейри регионсем хушшинче вырăнти тавар туса кăларакансене транспорт çăмаллăхĕсене республика бюджетĕнчĕн тавăрса парас механизма пуçласа кĕртнĕ. Кăçал çак пулăшăва 80 млн тенкĕ таран ÿстерме планлаççĕ.
Республикăпа килĕшÿ туса ĕçлекен çĕршывсен пĕрремĕш теçеткине Китай, Латви, Белорусси, Казахстан, Мальта, Финлянди, Нидерландă, Инди, Германи, Турци кĕрет. Çак çĕршывĕсемпе тавар çаврăнăше 3,23 млрд доллара çитнĕ — республикăн тулашри суту-илÿ çавранашĕн 75%.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.