Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Нарӑсӑн 2020, 11:15

Туймазă районĕнче евроконтейнерсем тата каяшсене уйрăм пуçтарма контейнерсем лартаççĕ

#национальныепроектыТуймазă районĕнче «Экологи» наци проекчĕ шайĕпе ял тăрахĕсенче евроконтейнерсем тата каяшсене уйрăм пуçтармалли контейнерсем лартма тытăннă. Хытă коммуналлă каяшсене тыткалакан регионаллă оператор февралĕн пĕрремĕш вунăкунлăхенче кăна районти 6 ял тăрăхĕнче 168 пластик евроконтейнер лартнă. Каяшсене эрнере 2 хут илсе каяççĕ.

— Реформа пуçланнăранпа Туймазă районĕнче 547 çĕнĕ евроконтейнер лартнă, ку чухнехи контейнер площадкисем тăваççĕ. 2020 çул вĕçлениччен регионаллă оператор тата 250 яхăн контейнер вырнаçтарса лартма планлать, — пĕлтерет «Экология Т» ООО пресс-секретарĕ Олеся Белоусова. — Контейнерсен шучĕ пĕтĕм района тивĕçтерсе тăма çителĕклĕ пулмалла.
Унсăр пуçне, каяшсене уйрăм пуçтарма валли районта 200 ытла контейнер лартнă. 2020 çул тăршшĕнче ялсенче пластик савăтсене, алюмини банкисене пуçтарма валли тата 100 контейнер лартĕç.
— Кашни çын каяшсене уйăрма пултартăр тесе эпир вĕсене кашни контейнер площадкисенче лартма шутлатпăр, — палăртать «Экология Т» ООО директорĕ Ильнур Шакиров. — Кĕленчепе картон пуçтарма уйрăм контейнерсем зонăри тăватă хулан кашни мокрорайонĕнче тата район центрĕсенче лартатпăр. Çакă халăха паракан çăмăллăхсен пахалăхне ÿстерме тата «Экологи» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама май парĕ.
ПР Экологи министерствин пресс-служби.
Читайте нас: