Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Нарӑсӑн 2020, 11:53

Пĕччен ашшĕсем пĕрремĕш ачана усрава илсен маткапитал илме пултараççĕ

#нацпроектыБашкортостанÇакнашкал улшăнăва «О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей» законăн 3-мĕш статйине кĕртме сĕнеççĕ.

Патшалăх Думин Çемье, хĕрарăмсемпе ачасен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен комитечĕ пĕччен ашшĕсем пĕрремĕш ачана усрава илсен маткапитал илме пултармалли улшăнăва кĕртме сĕннĕ. Хальхи вăхăтра закон тăрăх маткапитала енчен те арçын иккĕмĕш, виççĕмĕш тата вĕсен хыççăнхи ачасене пĕртен-пĕр усрава илекенĕ пулсан маткапитал пама ирĕк пур.
Асăннă улшăнăва «Единая Россия» парти тата комитет пуçлăхĕ Тамара Плетнева сĕннĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, пĕччен ашшĕсене — иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене усрава илекенсене паракан тÿлеве 616 617 тенкĕ таран пысăклатнă.
«Енчен те пĕр е тепĕр инкек пулсан, ачан ашшĕ кăна юлнă хушăра унăн амăшĕн пекех правасем пур, мĕншĕн тесен çак пулăшу çемье капиталĕ шутланать», — тенĕ комитет председателĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Окунева.
Читайте нас: