Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Нарӑсӑн 2020, 11:11

Пушкăртстан медицина организацийĕсене цифровизацилессипе лидерсен шутне кĕнĕ

#нацпроектыбашкортостанаПушкăртстанра пĕлтĕр 389 фельдшерпа акушер пунктне интернетпа çыхăнтарнă, кăçал тата 351 ФАПа çыхăнтарма планлаççĕ.

ПР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку чухнехи информаци технологийĕсене мĕнпур çул-йĕрсемпе пурнăçа кĕртме Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтерхи майра йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе хатĕрленĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пула май пур. Интернет пулăшнипе медицина организацийĕсем пациентсемпе видеоконференцисем ирттерме пултараççĕ. Çывăх вăхăтра теветкеллĕх ушкăнĕнчи чирлисене мониторинг ирттерме персоналлĕ телемедицина устройствисем пама планлаççĕ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-центрĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: