Хальхи вăхăтра Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ наци проектне республикăри 57 организаци кĕрет. Вĕсенчен ытларах пайĕ — помышленность, ялхуçалăх тата строительство индустрийĕн предприятийĕсем.
Наци проектне нумай пулмасть хутшăннисен шутĕнче — Нефтекамскри «НЕФАЗ» ПАО тата Уфари «Уралмостострой» АО.
Наци проектне хутшăнакан предприятисем производство процесĕсене оптимизацилессипе проектсене пурнăçа кĕртнĕ чух ĕç тухăçлăхне ÿстермелли сферăра экспертсен пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Вĕсене 5 çула çулталăкне 1% ставкăпа федераллĕ Промышленность аталанăвĕн фондĕнчен 50-ран пуçласа 300 млн тенкĕ таранччен çăмăллатнă займ параççĕ. Предприятисем Раççей Минэкономразвити тата Пĕтĕм Раççей тулашри суту-илÿ академийĕ ирттерекен вĕрентÿ программине хутшăнма пултараççĕ. «Акселератор экспортного роста» программăпа вĕсен экспорт потенциалне аталантарма пулăшаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.