Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Нарӑсӑн 2020, 11:04

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ: Раççей Сывлăх сыхлав министерствинче «Борьба с онкологическими заболеваниями» федераллĕ проекта пурнăçа кĕртессипе канашлу иртнĕ

#нацпроектыБашкортостанĔнер Раççей Сывлăх сыхлав министерствинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе «Борьба с онкологическими заболеваниями» федераллĕ проекта пурнăçа кĕртессипе субъектсенчи ĕç тăвакан власть органĕсемпе видеоселектор канашлăвĕ иртнĕ. Канашлăва Раççей Сывлăх сыхлав министерствинчи медицина пулăшăвĕ тата санаторипе курорт ĕçне йĕркелекен департамент директорĕ Екатерина Каракулина ертсе пынă. Пушкăртстан Республикинче канашлăва ПР Сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Гульнара Зиннурова, республикăри онкодиспансер тĕп врачĕ Адель Измайлов, республикаăри медучрежденисемпе регион министерствин пайĕсен ертÿçисем хутшăннă. Екатерина Каракулина палăртнă тăрăх, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе ирттерекен «Борьба с онкологическими заболеваниями» федераллĕ проект задачисемпе тата масштабĕпе чи амбициозлă тата пысăк ресурссем хывакан проект пулса тăрать.

Пушкăртстанра 2019 çулта амбулаторлă онкологи пулăшăвĕ паракан 4 центр (Уфари 13-мĕш больница, Октябрьскинчи 1-мĕш больница, Кумертау тата Нефтекамск) йĕркеленĕ. 2021 çулччен республикăра нумай профиллĕ медицина организацисенче 13 центр йĕркелеме планлаççĕ.
Пилот проекчĕн йеркипе республикăри çитĕннĕ çынсене 2020 çулта диспансеризаци ирттернĕ вăхăтра 30 çултан пуçласа 65 çулчченхи хĕрарăмсем валли амалăх шейкин ракне коскарнинг ирттерессине пăхса тухаççĕ.
Республикăри онкодиспансерăн хирурги корпусĕ çумне тĕксе тăвассине вĕçлеççĕ, çак çуртра поликлиника, лор-онкологи, гинекологи, урологи, маммологи, торакоабдоминаллĕ уйрăмсем вырнаçмалла.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.
Читайте нас: