Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Нарӑсӑн 2020, 11:12

Пушкăртстан продукцие пĕтĕм тĕнче сертификацийĕ ирттерессине субсидилет

#национальныепроектыБашкортостанаПушкăртстан Раççейри регионсенчен малти пулса предпринимательсен продукцине пĕтĕм тĕнче сертификацийĕ ирттерессине субсидилеме пуçлать, пĕлтерет «Башинформ» ИА.

Заявкăсене хăçан йышăнма пуçлассине каярахпа пĕлтереççĕ.
Предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕ памалли черетлĕ меслете «Международная кооперация и экспорт» наци проектне пурнăçлас йĕркепе тата таварсемпе çăмăллăхсене экспортлассине аталантармалли проектсене пула ĕçлесе хатĕрленĕ.
Производительсене сертификаци тăкакĕсене субсидилесси пирки решение соцыйтăм ирттернĕ хыççăн йышăннă. Респондентсен 95 проценчĕ ют çĕршыв сертификатне илесси тулашри рынока тухма кансĕрлекен чи пысăк расхут пулнине палăртнă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: