2019 çулхи майра Бирск «Жилье и городская среда» наци проекчĕн йĕркипе ирттернĕ пĕчĕк хуласемпе историлле поселенисенче комфортлă условисем тăвассипе Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ. Унта Бирсксăр пуçне Ишимбай тата Белебей те çĕнтернĕ — пĕрле вĕсем федераллĕ бюджетран 245 млн тенкĕ илнĕ.
«Троицки соборĕ умĕнчи лапам çуран çÿрекенсен выранĕ кăна пулать, унтан автомобиль çулне тулашне кăларатпăр. Ленин тата Александр Матросов скверĕсене тирпей-илем кĕртетпĕр. Проектра супер ку чухнехи решенисем — кĕленчепе бетон — пулмасть, эпир XIX ĕмĕрти купсасен патриархине, нимпе те танлаштарайманлăхне упраса хăварнă Пушкăртстанри пĕртен-пĕр хулан уйрăмлăхне хăварма шутлатпăр. Пирĕн тĕп принцип — историлле общество уçлăхĕпе перекетлĕ пуласси», — çырнă Радий Хабиров.
Пушкăртстанра хула уçлăхне çĕнетес ĕçĕн кураторĕ республика пуçлăхĕн советникĕ Ольга Сарапулова пулса тăрать. Вăл Пушкăртстанри хуласемпе ялсен аталанăвĕн институтне ертсе пырать.
Ольга «Формирование комфортной городской среды» федераллĕ программăна тата регионти общество уçлăхне — парксене, площадьсемпе скверсене — аталантарассипе ĕçлет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.