Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Нарӑсӑн 2020, 11:16

Пушкăртстанра «çÿп-çап» реформине пĕтĕмлетнĕ

#национальныепроекты #региональныепроекты #Башкортостанпроекты #ЗеленаяБашкирияПĕлтĕр республика Раççей Федерацинчи 67 регион шутĕнче хытă коммуналлă каяшсемпе тыткаланмалли çĕнĕ системăна куçнă. 4 регион операторĕ 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çÿп-çап пухма тата турттарма тытăннă. Кашни эрнере 500 яхăн техника ĕçлет, 20 пин ытла тонна каяш илсе тухаççĕ. Халăхăн 97% тивĕçтереççĕ. Çакăн пирки Пушкăртстан Республикин Çутçанталăкпа усă курас тата экологи министрĕн çумĕ Нияз Фазылов пĕлтернĕ.

Нияз Фазылов каланă тăрăх, каяшсемпе тыткаланмалли сферăра ирттерекен ĕçсен пысăк пайĕ «Экология» наци проектне пурнăçа кĕртесси шутланать. Республика «Коммуналлă хытă каяшсемпе тыткаланмалли комплекслă система йĕркелесси» тата «Таса çĕршыв» федераллĕ проектсене хутшăнать.

«Коммуналлă хытă каяшсемпе тыткаланмалли комплекслă система йĕркелесси» федераллĕ проект йĕркипе 2024 çул вĕçлениччен коммуналлă хытă каяшсене ĕçлесе хатĕрлесси тата утилизацилесси, çак шайлашупа, 60% тата 36% танлашмалла. Çакăн валли çÿп-çап сортлакан тата çÿп-çап ĕçлесе хатĕрлекен çĕнĕ заводсем тумалла, пуррисемпе 100% усă курмалла. 2019 çулта Дуван, Янаул, Дюртюли, Благовар районĕсенче çÿп-çап сортлакан 4 комплекс тума проектсем хатĕрленĕ.

ПР Экологи министерствин пресс-служби.

Читайте нас: