Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Нарӑсӑн 2020, 11:38

Пушкăртстанра ача сачĕсем тума 2020 çулта 3 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă

#национальныепроектыбашкортостанаÇулталăк тăршшĕнче республикипе 24 ача сачĕпе ясли хута яма планлаççĕ.

Ача сачĕсенчен пĕри çак кунсенче Уфа районĕнчи Зубово ялĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта пурăнакансем шкул çулне çитмен ачасем валли вырăн çитменни пирки ÿпкелешнĕ. 12 ушкăнран иккĕшĕ — ясли.
— Эпир тата тепĕр паллă социаллă объект хута яратпăр, — палăртса хăварнă республика правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Андрей Назаров. — Ку вăл ачасем вăхăтне ирттерекен вырăн кăна мар, кунта вĕсем пĕрремĕш хăнăхусем тата социаллă ориентирсем илеççĕ.
2019 çулта республикипе пĕтĕмпе 22 ача сачĕ хута янă. 2020 çулта тата 24 ача сачĕ (яслипе) тума планлаççĕ.
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров виçĕ çулчченхи ачасене яслисенче вырăнсемпе тивĕçтерес тĕллевпе уйрăм çын ача сачĕсем, пăхса тăракан ушкăнсем уçма сĕннĕ, çакăн валли предпринимательсемпе НКОсене субсидисемпе грантсем уйăрма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ.
РБК Уфа материалĕсем тăрăх Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: