Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Нарӑсӑн 2020, 10:55

Пушкăртстанра халăха ĕçпе тивĕçтерекен пĕрремĕш моделлĕ центр уçăлнă

#национальныепроектыбашкортостанаСтерлитамакра республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерекен пĕрремĕш моделлĕ центр — «Работа России» кадр центрĕ ĕçлеме пуçланă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессине тата ĕç рынокĕн эффективлăхне ÿстерессине пулăшакан регион проектне пула кунта пурте ылмашăннă — служба ятĕнчен пуçласа ĕç-хĕлĕ таранччен.
Карл Маркс урамĕнче вырнаçнă çурта тĕплĕ юсанă, сотрудниксем валли ĕç вырăнĕсене брендбукпа килĕшÿллĕн майлаштарнă.
— Тĕп улшăнусем ĕç майне тивеççĕ — вăл клиентсем ыйтнине тивĕçтермелле, — палăртса хăварнă Пушкăртстанри Ĕç министерствин пресс-секретарĕ Роза Кузьменко. — Кадр центрĕнчен — регионра федераллĕ «пилот» проекчĕн йĕркипе пуçласа уçăлнинчен — ĕç шыракан çынсемпе пачах урăхла ĕçлеме пуçласса кĕтеççĕ. Çавăнпа та кадр центрĕн ĕçченĕсене тивĕçлипе вĕрентнĕ, центр ĕçне таратакан требованисемпе килĕшÿллĕн методика пулăшăвĕ параççĕ.
«Работа России» кадр центрне килнисем «оpen space» форматпа ĕçлекен офис ункайлахне лайăх хак панă.
«Поддержка занятости и повышение эффективности рынка труда для обеспечения роста производительности труда» республика проектне «Производительность труда и поддержка занятости» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçлаççĕ. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: