Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Мартӑн 2020, 14:26

"Точка роста" пĕлÿ илме çĕнĕ майсем уçса парать

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта «Точка роста» центр шахмат, технологи, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тата робототехника çул-йĕрпе ĕçлет.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен шкулта «Точка роста» Центр уçăлчĕ, унта Александр Геннадиевич Васильев, Роман Владимирович Тиманкин, Сергей Петрович Федотов опытлă педагогсем тата центр ертÿçи Екатерина Викторовна Адеева ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте ФГАУ «Фонд новых форм развития образования» (Мускав) онлайн-платформинче вĕреннĕ.
Преподавательсем малтанах суйласа илнĕ çул-йĕрпе ачасене кĕçĕн классенченех пуçласа программировани никĕсĕсене, 3D-моделировани и 3D-пичет, виртуаллă чăнлăх ĕçлесе хатĕрлемелли никĕссене, квадрокоптерпа ĕçлеме вĕрентеççĕ.
Шкулти «Точка роста» центр шахмат, технологи, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тата робототехника çул-йĕрпе ĕçлет.
«Робототехника» çул-йĕрпе тăватă ушкăн вĕренет: 1-мĕш ушкăн —1—3 классенче вĕренекенсем, 2-мĕш ушкăн — 4 тата 5 классем, 3-мĕш ушкăн — 6 классем, 4-мĕш ушкăн — 7—11 классем. Занятисенче ачасен ÿсĕмне кура Ардуино контролерпа никĕсленсе вĕрентеççĕ. Çакăн валли сакăр комплекс туяннă.
10 класра вĕренекенсем Fusion 360 программăпа 3D-моделировани тума вĕренеççĕ. Гео- тата Аэро енĕпе пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе — квадрокоптерсемпе пурте паллашнă. IT-направленипе программировани никĕсне алла илнĕ. VR/AR енпе «виртуальная реальность» ăнланупа паллашаççĕ.
— «Виртуаллă чăнлăх» урокĕсенче ачасем «информаци тĕнчине» чăмма, çÿллĕ ту çинче тăма, унтан йĕлтĕрпе ярăнса анма, трамплинран сикме, юратнă фильмсен геройĕ пулма, тĕнчери музейсенче пулса курма тата чылай ытти интереслĕ япалана туйма пултараççĕ, — каласа парать Сергей Федотов. — Кунта чи кирли виртуаллă чăнлăхпа хăйсен проектне шухăшласа кăларасси шутланать. Халĕ эпир «Кумир» чĕлхене вĕренетпĕр, тĕрлĕ юрăçсене программăлатпăр. Тепĕр тапхăр Scratch тавралăхпа программăласси, Python средапа паллашасси пулать.
Тĕрлĕ конкурссене хутшăнма шутлатпăр. Пирĕн малтанхи çитĕнÿсем пур - 10 «б» класра вĕренекен Карим Хисматовпа Юлия Зябкова IV Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен тĕпчев ĕçĕсен «Росток» наукăпа практика конференцине Ардуино программипе «Разработка и создание «умной» урны на пульте управления» ĕçĕпе хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
«Точки роста» — «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе хула тата ял шкулĕсем хушшинчи уйрăмлăха сахаллатас тĕллевпе ĕçлекен «Ку чухнехи шкул» регион проекчĕн гуманитари тата цифра профилĕсен центрĕсем.
Читайте нас: