Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
6 Мартӑн 2020, 11:08

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ: 3-мĕш ача-пăча поликлиникине тата Стерлитамакри ача-пăча поликлиникине дефибрилляторсем килнĕ

#нацпроектыБашкортостан«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе республика пилĕк «Аксион» дефибриллятор туяннă. Вĕсенчен тăваттăшне Уфари 3-мĕш ача-пăча поликлиникин педиатри уйрăмĕсене, пĕрне Стерлитамакри ача-пăча поликлиникине панă.

Мартăн 4-мĕшĕнчен педиатрсене тата тухтăр-специалистсене çĕнĕ аппаратсемпе ĕçлеме вĕрентекен занятисем ирттереççĕ. Занятисен графикĕпе килĕшÿллĕн, мĕнпур тухтăрсем çак дефибрилляторсеме практикăра усă курма вĕренĕç.
«Аксион» дефибриллятор автоматика майĕпе хăйне хăй тĕрĕслеме пултарать, дефибрилляци тума килĕшмесен пуçтарăннă энергие шалти нагрузка яма пултарать, оператор мĕн тунине тата прибор ĕçĕн процессне самахпа ăнлантарса пырать, дисплей çине пĕлтерÿсем тухаççĕ, çырăнтарнине хут çине регистратор хăй кăларать, заряд устройстви пур, аккумулятор батарейипе прибор виçĕ сехет ĕçлеме пултарать.
ПР Сывлăх сыхлавĕн пресс-служби.
Читайте нас: