Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Мартӑн 2020, 10:52

Пушкăртстанра «Демографи» наци проекчĕ хастар пурнăçа кĕрет

#национальныепроектыбашкортостанаÇакна 2019 çулхи кăтартусем çирĕплетсе параççĕ.

Аса илтеретпĕр, асăннă наци проектне Владимир Путинăн майри указĕпе çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăра унăн йĕркипе икĕ регион проектне пурнăçлассипе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри халăхра сывă пурнăç йĕркине анлă сарассине кĕрет, тепри аслă ăрури çынсене пулăшассине тивет.
Пĕрремĕш çул-йĕрпе республикăри Сывлăх сыхлав министерстви ĕç илсе пырать. Тĕпрен илсен, 2019 çулта Сывлăх сыхлав министерстви виçĕ пысăк профилактика акцийĕ — «Здоровая республика — здоровый регион», «Добропоезд», «Дни народного здоровья в РБ» ирттернĕ.
«Формирование системы мотивации граждан к ЗОЖ, включая здоровое питание и отказ от вредных привычек в РБ» регион проектне пурнăçлассине «Пушкăртстан Республикинчи сывлăх сыхлав эрни» IV медицина форум-выставки пысăк ĕлĕш хывнă. Кăçал та ĕç малалла пырать. Сăмахран, обществăлла сывлăх центрĕсем уçăлаççĕ. Пысăк, вăтам бизнесра ĕçлекенсен сывлăхне тĕреклетессипе программăсем ĕçлесе хатĕрлеççĕ.
Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви «Разработка и реализация программы системной поддержки и повышения качества жизни граждан старшего поколения «Старшее поколение» регион проектне те тимлĕхсĕр хăвармасть. Пĕлтĕр çак ÿсĕмри 3500 пациент поликлиникăсенчи ятарлă гериатри уйрăмĕсенче, стационарсенче медицина пулăшăвĕ илнĕ. Сывлăх сыхлавĕн çакнашкал 39 объектĕнче сиплев илсе пынă.
«Панорама» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: