Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Мартӑн 2020, 10:54

Сибайра пушкăрт наци шĕвекне — буза кăлараççĕ

#национальныепроектыбашкортостанБуза вăл — тĕрĕк халахĕсен авалхи шĕвекĕ, ăна тутарсем, пушкăртсем, узбексем, казахсем хатĕрленĕ.

Темиçе çул каярах Сибайра пурăнакан Гульназ Азатова предприниматель манăçа тухнă сĕлĕ шĕвекне — буза — çĕнĕрен кăларма тытăннă. Малтан продукцие туянакансем вуннăран ытларах çеç пулнă, эрнене 20 литр кăна сутнă. Халĕ сĕлĕ шĕвекне эрнене 700 литр ытла кăларать, продукцие Уфари 60 ытла лавккана, Сибайри тата Баймак районĕнчи 80 яхăн лавккана тăратать.
Гульназ Азатова мĕнрен пуçлани тата шурăрах тĕслĕ сĕлĕ шĕвекне мĕнле хатĕрлени çинчен «Башинформ» корреспондентне каласа панă.
— Шĕвеке фирма саватне фасовкăлатпăр. Пирĕн патра ăна урăхла ингредиентсенчен тăваççĕ. Турккăсем, тĕслĕхрен, бузана сĕлĕпе тулăран тăваççĕ, кашăкпа çиеççĕ. Пушкăртсем сĕлĕрен пĕçереççĕ, кĕсел пек пуличчен вĕретеççĕ. Ăна аслисем те, ачасем те ĕçеççĕ, уйрăмах ватăсем ăна усăллă пулнăран кăмăллаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: