Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Мартӑн 2020, 10:56

Уфара Николай Валуев ячĕллĕ бокс спорт шкулĕ уçăлнă

#национальныепроектыбашкортостан«Çак зал тĕнчипе паллă чемпионсем сахал мар кăларĕ», — тенĕ Николай Валуев.

Уфара Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче «Спортивная школа олимпийского резерва по боксу Республики Башкортостан имени Николая Валуева» ГБУ уявла лару-тăрура уçăлнă.
Унта хисеплĕ хăнасем — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев, Пушкăртстан правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Андрей Назаров, вице-премьер Ирек Сагитов, Уфа администраци пуçлăхĕ Ульфат Мустафин пулнă.
Çĕнĕ залта тăватă тренер ертсе пынипе 180 ача спорт хатĕрленĕвĕ иртет. Н.Валуев ячĕллĕ спорт шкулĕнче пĕтĕмпе 26 тренер 714 спортсмена хатĕрлет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: