Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Мартӑн 2020, 11:41

Пушкăртстанри Экологи министерствипе аграри университечĕ килĕшĕве алă пуснă

#национальныепроектыбашкортостанПушкăрт патшалăх аграри университечĕн Наука конференцийĕнче БГАУ тата ПР Экологи министерстви хушшинче экологи сферинче ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснă.

Форум йĕркипе пирĕн республикăра «Экологи» наци проектне пурнăçлассине уйрăм тимленĕ. Çак енĕпе пыракан мероприятисем çинчен республикăн çутçанталăкпа экологи министрĕ Урал Искандаров каласа панă. Вăл лайăх тавралăх пулассине эпир пĕрле ĕçлесен кăна çĕнсе илме пултаратпăр, тенĕ. Тĕп задачăсенчен пĕри — çуп-çапа уйрăм пуçтарассине йĕркелесси, ТКО тыткаланмалли сферăра инфратытăма аталантарасси, пысăк промышленность технологийĕсенчен лайăхрах технологисене куçасси, çутçанталăк ресурсĕсемпе рационаллă усă курасси.
Конференцинче Уфа хулине тасатакан Спецавтохозяйство генераллĕ директорĕн пĕрремĕш çумĕ Ринат Биккинин «Студенты за раздельный сбор отходов» эко-проект пирки каласа панă. Ун йеркипе БГАУра çÿп-çапа уйрăм пуçтармалли контейнерсем лартаççĕ.
Форумра Пушкăртстанри Экологи министерствипе аграри университечĕ килĕшĕве алă пуснă. Çакă пирĕн çĕршывра питĕ кирлĕ «Экологи» наци проектне пурнăçлассине çăмăллатмалла, килĕштерсе ĕçлени экологи сферине çамрăк специалистсене илĕртме çул уçать.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: