Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Мартӑн 2020, 11:19

Мечетлĕ районĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă

#нацпроектыБашкортстанМартăн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи Мечетлĕ районĕнчи Большеустьикинское ялĕнче 140 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă.Икĕ хутлă çурта «Демографи» наци проекчĕн йĕркипе туса лартнă.

Кунта ясли, кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсенчи ачасем валли пÿлĕмсене оборудованиленĕ. Кашни ушкăн валли вылямалли, çывăрмалли, тумтире улăштармалли пÿлĕмсем, буфет пăхса хăварнă. Çавăн пекех музыкăпа физкультура залĕсем, занятисем ирттермелли, методика тата медицина кабинечĕсем, апат-çимĕç блокĕпе прачечнăй пур. Территоринче вăйă площадкисемпе беседкисем кăрса лартнă.
ПР Вĕрентÿпе наука министерстви.
Читайте нас: