Çĕнелнĕ çуртлă, ку чухнехи вĕр çĕнĕ оборудованиллĕ Аитри Ильдар Гимаев ячĕллĕ нумай функциллĕ культура центрĕ çынсене кăçалхи иккĕмĕш çур çулта кĕтсе илмелле.
Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çурта тул енчен туллатса пĕтернĕпе пĕрех, çурт тăррине тата стенисене нăкăтнă. Шалти ĕçсем тулли хăватпа пыраççĕ.
— Ĕçсене июньте вĕçлеме планлатпăр. Халĕ шалта ĕçлетпĕр, ăшăтмалли системăна улăштаратпăр. Урайне плитка саратпăр, куракансен тата хореографи залĕсенче хăма пулать, маччасем валли АМСТРОНГ панельсемпе усă куратпăр, — каласа парать строительсен бригадин прорабĕ Фидан Фикратович Кашапов.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Айгуль ГАРЕЕВА.