Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Мартӑн 2020, 13:28

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ йĕркипе сывлăх кăлтăкĕллĕ ачасене ăнăçлă аталантарма условисем тунине сÿтсе явнă

#национальные проектыМартăн 13-мĕшĕнче 2019—2020 çулсенче сывлăх кăлтăкĕллĕ вĕренекенсене пĕлÿ илме пулăшма палăртнă «Ку чухнехи шкул» федераллă проектăн «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртессине хутшăнакан сывлăх кăлтăкĕллĕ ачасем вĕренекен патшалăх бюджет вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, Куюргазă районĕнчи тата Салават хула округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем валли республика семинар-канашлăвĕ иртнĕ.

Семинара хутшăннисем «Создание условий успешности ребенка с ОВЗ в коррекционном образовательном пространстве» тата «Обновление содержания образования и условий организации образовательной деятельности в рамках национального проекта «Современная школа» çивĕч темăсене сÿтсе явнă.
Семинар-канашлăвăн практика пайĕнче уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕç-хĕлре «Доброшкола» программа йĕркипе туяннă ку чухнехи оборудованисемпе усă курассипе мастер-классем, «Коррекци шкулĕн директорĕн портречĕ» ĕçлĕ вăййа хутшăннă. Мероприяти концертпа вĕçленнĕ.
Мероприятинче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Ку чухнехи шкул» федераллă проектăн мероприятисене лайăх пурнăçланине палăртса хăварнă, 2020—2024 çулсенче наци проектне хутшăнакансен ĕç-хĕлне йĕркелессинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
ПР Вĕрентÿпе наука министерстви.
Читайте нас: