Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Мартӑн 2020, 11:34

Пушкăртстанри ача çуратмалли çуртсенче çурални çинчен свидетельствăсем парассипе пилот проектне пурнăçлама пуçланă

#национальныепроектыбашкортостана«Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртсе, кăçалтан Пушкăртстанăн тĕп хулинчи Н. Куватов ячĕллĕ тата ача çуратмалли 3-мĕш çуртра пилот программи йĕркипе ача çурални çинчен документа ашшĕ-амăшне пама пуçланă. Темиçе ашшĕпе амăшĕ килĕсене свидетельствăпа таврăннă.

Асăннă процедура — кăçалхи февральте йышаннă «çул-йĕр карттин» пĕрремĕш мероприятийĕ. Вăл республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалла тата çамрăк çемьесене пулăшмалла. Унăн тĕллевĕ — ашшĕ-амăшĕсене документ хăвăртрах илме пулăшасси.
Ача çуратмалли çуртрах ача çурални çинчен свидетельство илес тесен ашшĕ-амăшĕн хăйĕнпе çак документсем пулмалла:
Ашшĕ-амăшĕн е амăшен паспорчĕ (енчен те мăшăрланни çинчен свидетельсвто çук пулсан);
Мăшăрланни çинчен документ (пур пулсан);
Ача çурални çинчен медсвидетельство (ача çуратмалли çуртра параççĕ);
Тин çуралнă ачана регистрацилеме ыйтса çырнă заявлени (унпа ашшĕ-амăшĕ медучреждени специалисчĕсене ЗАГС пайне кайма тата унтан ача çурални çинчен свидетельсво (справка) илме шанни çинчен çирĕплетет).
ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви.
Читайте нас: