Пысăк хăвăртлăхлă интернетпа 431 вĕренÿ заведенийĕ, 354 фельдшерпа акушер пункчĕ, 79 вырăнти администраци, 22 МЧС подразделенийĕ, 4 суйлав комиссийĕ усă курма пуçлать.
Сетьпе çыхăнмалли хăвăртлăх — 10-ран пуçласа 100 Мбит/с.
Пушкăртстан Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Геннадий Разумикин каланă тăрăх, «Цифровая экономика РФ» наци программин чи масштаблă проекчĕ — Пушкăртстанри социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене интернетпа çыхăнтарни. Республика, çĕршыври ытти регионсемпе танлаштарсан, федераллĕ контракта пуринчен ытларах объектсем кĕртме пултарнă.
Телекоммуникаци инфратытăмĕ республикăри инçетре вырнаçнă кĕтессенче сете аталантармалли никĕс пулса тăрать.
2021 çул вĕçлениччен республикăра халăх пурнăнакан 1514 вырăнта социаллă пĕлтерĕшлĕ 2774 объекта интернетпа çыхăнтарма планлаççĕ.
Ĕçсем «Башинформсвязь» компанипе РФ Цифра аталанăвĕ, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерстви хушшинче тунă проект тăрăх пыраççĕ. Оператор «Цифровая экономика Российской Федерации» наци программин «Информационная инфраструктура» регион проектне пурнăçа кĕртессипе патшалăх партнерĕ пулса тăрать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.