Нацпроект пурнăçа кĕнипе Белорецк районĕнче икĕ ача сачĕ пулĕ
#нацпроектыБашкортостан«Демографи» наци проектне пурнăçланă май Белорецк районĕнчи Абзаково тата Инзер ялĕсенче шкул çулне çитмен ачасем валли 140 вырăнлă икĕ типлă учреждени пĕр харăс хута янă.
Ача-пăча учрежденисен икĕ этажĕнче ачасемпе занятисем ирттермелли пÿлĕмсем, столовăй тата медицина пункчĕсем, музыка тата спорт залĕсем, коррекци тата аталану кабинечĕсем вырнаçнă. Юлнă ĕçсене 2020 çулхи май тĕлне вĕçлеме шутлаççĕ.
Ача сачĕсене хута яни 30 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май панă. Вĕсен шутĕнче сывлăх кăлтăкĕсемлĕ ачасем валли ятарлă физкультура специалисчĕсем, логопед.