«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Развитие системы оказания первичной медико-санитарной помощи» регион проектне пурнăçлас йĕркепе Çирĕклĕре çĕнĕ модульлĕ ФАП туса лартнă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 2300000 тенкĕ уйăрнă.
Çирĕклĕсем тахçанах çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çинчен ĕмĕтленнĕ. Тинех, февралĕн 3-мĕшĕнчен, вăл уçăлнă. Кунта опытлă медицина ĕçченĕ Татьяна Георгиевна Григорьева пациентсене йышăнать. Тивĕçтерÿ зонине 300 çын кĕрет.
Модульлĕ ФАП ку чухнехи требованисемпе тата санитари нормисемпе килĕшсе тăрать. Фельдшер кабинечĕ, смотровой, процедурнăй, медикаментсем упрамалли пÿлĕм, пациентсем кĕтсе лармалли пÿлĕм, санузел — пурте пур. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 63 тăв. м. Çывăх вăхăтра тата оборудование кÿмелле.