Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Апрелӗн 2020, 10:49

Çĕнĕ цифра стоматологи аппарачĕ шăлсене лайăхрах сиплеме май парать

#национальныепроектыбашкортостана«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе Ишимбайри тĕп район больницине çÿллĕ технологи медицина оборудованийĕ килнĕ.

Цифра ортопантомографне — шăлпа янах системине рентгендиагностика тумалли оборудование çак кунсенче кÿнĕ. Çакнашкал аппарата Октябрьскинчи хула больницинче лартнă ĕнтĕ. Сибайпа Белорецкра çывăх вăхăтра лартмалла.
Малашне ишимбайсене шăл врачĕсем янахăн, мĕнпур шăлсен, шăтăксен шайне хак пама пултараççĕ. Вĕсем сиплев процесĕн кашни тапхăрне контроллесе тăраççĕ. Ку чухнехи аппарат тĕрĕс диагноз лартма питĕ пулăшать.
Сывă шăлсем — пĕтĕм организм сывлăхĕн никĕсĕ. Стоматологсем патне вăхăтлă кайма хăрамалла мар, мĕн чухлĕ маларах сиплеме пуçлатăн, çавăн чухлĕ лайăхрах пулнине манмалла мар.
«Панорама».
Читайте нас: