Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Апрелӗн 2020, 11:06

2020 çулта Пушкăртстанра 300 ытла километр çул юсаççĕ, 459 камера лартаççĕ

#нацпроектыБашкортостанКăçал республикăра яланхинчен икĕ эрне малтан çулсене юсама пуçланă. Республикăн «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕпе ĕçлеме плансем пысăк: 303,09 км çула норма шайне çитересси, 248 çул-йĕр палли, 23 светофор, çул-йĕр правилисене пăснине фотовидеофиксацилекен 459 камера лартасси тата ытти те.

Республика бюджетĕнчен çак ĕçсене пурнăçлама 5,1 млрд тенкĕ уйăраççĕ, федералă бюджетран 2,2 млрд тенкĕ яраççĕ.
— Паян подрядчиксем 107 объектран 17-шне тухнă та ĕнтĕ. Çакна пурнăçлама çутçанталăк условийĕсем кăна мар, конкурс процедурисене вăхăтлă ирттерни те май панă, — пĕлтернĕ Пушкăртстанăн транспорт тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Алан Марзаев.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: