Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Апрелӗн 2020, 10:30

Пушкăртстанра 2020 çулта 14,2 пин гектар лаптăк çинче вăрмана çĕнетмелли ĕçсем пурнăçлама планлаççĕ

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанПР Вăрман хуçалăхĕн питомникĕсенче вăрмансенче лартмалли материал суйлама пуçланă — хунавсене кăчкă кăлариччен чавса кăлармалла.

ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăрманçăсем тракторпа ятарлă хатĕрпе çĕр сийне çĕклетеççĕ те ăна çавăрса пăрахмасăр ÿсентăрана 25-30 см тарăнăшĕнче тымарне касса илеççĕ. Унтан хунавсене алăпа суйласа илеççĕ, вăхăтлăх упрамалли вырăна (маларах юра хытă пусăрăнтарса купалаççĕ, çавна май купари юр хăвăрт ирĕлмест) хураççĕ. Вĕсем унта холодильникри пек упранаççĕ.
ПР Вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Венер Вахитов каланă тăрăх, кăçал 14,2 пин гектар лаптăкра вăрмана çĕнетме шутлаççĕ, çав шутра — 7,4 пин гектар çинче хунав лартма.
Республикăра вăрмана çĕнетме валли хунав ÿстерекен 105 питомник (790 га йышăнаççĕ) пур, вĕсенче 71 млн йывăç хунавĕ ÿстернĕ, вĕсенчен 33 млн стандартли (94 проценчĕ лăсăллă). Çулталăкне 30 млн штук кирлĕ.
ИА «Башинформ».
Читайте нас: