Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Апрелӗн 2020, 10:37

Пушкăртстанра медицина учрежденисем патĕнчи çулсене юсаççĕ

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанУфара, Салаватра тата республикăри ытти хуласенчи больницăсем, травмпунктсем тата поликлиникăсем патĕнчи çулсене «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕн йĕркипе юсаççĕ.

Асăннă мероприятие 7,3 млрд ытла тенкĕ (вĕсенчен 2,2 млрд тенки федераллĕ бюджетран) уйăраççĕ. ПР транспортпа çул-йĕр хуçалăх патшалăх комитетĕнче палăртнă тăрăх, 2019 çулта хăш-пĕр çулсене йĕркене кĕртнĕ ĕнтĕ, ытти объектсене 2020 çулта тăваççĕ.
Çул-йĕр сезонĕ пуçланнăранпа кăçал подряд организацийĕсем тротуарсем çинче ĕçлеме пуçланă, бордюрсем хунă. Хăш-пĕр вырăнсенче светофорсем кăрса лартнă, çул çинчи паллăсем ÿкермелли юлать.
РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин коронавирус эпидемийĕ сарăлассинчен сыхланассипе Координаци совечĕн президиумĕн ларăвĕнче çул-йĕр ĕçĕсене çывăх вăхăтра вĕçлеме хушнă.
Пушкăртстанра наци проекчĕн лапамĕсенче ĕçсем икĕ-виçĕ эрне маларах пуçланнă, çул-йĕрçĕсен бригадисем 107 объектран 34-не юсаççĕ. Кăçал «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проектне республикăри 7 районпа хула хутшăнать.
«Башинформ».
Читайте нас: