Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Апрелӗн 2020, 11:43

Пушкăртстанри виçĕ районта модельлĕ библиотека уçаççĕ

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанВладимир Путинăн майри указĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлесе хатĕрленĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе РФ Культура министерстви йĕркеленĕ конкурсра Пушкăртстанри виçĕ ял библиотеки çĕнтернĕ.

Çĕнтерÿçĕ пулнă учрежденисем культурăна аталантарма укçа-тенкĕ илеççĕ, тĕпрен илсен, библиотекăсен кĕнеке фончĕсене туллилетме. Кăçал Благовар районĕн тĕп библиотекине, Дюртюли районĕн Асянри ял библиотекине, Туймазă районĕн Кандрынчи ача-пăча ял библиотекине уйăрнă укçа-тенкĕ унта çĕнĕ вăй хушма пултарать.
— Шăпах пирĕн район конкурса çĕнтернине пĕлсен, калама çук савăнтăмăр, — каласа парать Благовар район администрацийĕн культура управленийĕн начальникĕ Ильдар Насыров. — Языково ялĕнчи кивĕ библиотека çуртĕнче глобаллĕ реконструкци пуçланчĕ — çурт тăррине тата чÿречисене улăштартăмăр. Модельлĕ библиотека Благовар районĕнче пурăнакансем валли (26 пин çынна яхăн) кану центрĕ пулать. Библиотекăра тĕрлĕ зонăсем пулаççĕ: ачасем валли, çамрăк амăшсем валли т. ыт. те.
Пушкăртстанри ял библиотекисем кĕнеке фончĕсене комплектлама 6 млн. ытла тенкĕ, çав шутра 4 млн тенкĕ федераллĕ бюджетран илнине палăртса хăвармалла.
Çăлкуçĕ:mgazeta.
Читайте нас: