Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Апрелӗн 2020, 10:57

Наци проекчĕн йĕркипе Уфа — Нагаево автоçула юсама пуçланă

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанÇак кунсенче Пушкăртстанăн тĕп хулинче подряд организацийĕ чи масштаблă çул-йĕр лаптăкĕсенчен пĕринче — Уфа — Нагаево автоçул — строительствăпа юсав ĕçĕсене пуçăннă. Объект тăршшĕ — 11 километра яхăн.

ПР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитетĕнче каланă тăрăх, халĕ çул-йĕрçĕсем кивĕ асфальт сийне тасатаççĕ. Пĕтĕмпе кунта 87000 тăв. м ытла лаптăка фрезеровани тумалла, çул хĕррисене йĕркене кĕртмелле.
ПР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн пресс-служби ăнлантарнă тăрăх, асăннă объект «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕн йĕркипе юсамалли çул лаптăкĕсен шутне кĕнĕ. Муниципаллă контракт тăрăх подряд организацийĕ 2021 çулхи августăн 31-мĕшĕччен ĕçсене вĕçлеме планлать. Çула юсама 265 млн тенкĕ тăкакламалла.
Кăçал Уфара пĕтĕмпе 20 километр ытла тăршшĕ урамсенчи лаптăксене юсама планланă, республикипе — 300 км ытла çула.
mgazeta.com
Сăнÿкерчĕкĕ: сайт transport.bashkortostan.ru
Читайте нас: