Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Апрелӗн 2020, 10:18

Пушкăртстан вăрманçисем çĕнĕ техника илнĕ

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанВăрман хуçалăхĕн министерствин ведомствине пăхăнса тăракан учрежденисем "Экологи" наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласа хăварасси» проект йĕркипе тракторсемпе автомобильсем илнĕ.

«Çĕнĕ техника тата оборудовани (кустармаллă 14 трактор, вăрман лартакан 2 машина) вăрман хуçалăхĕсене вăрмана çĕнетессипе тата малалла ĕрчетессипе мероприятисен комплексне ирттерме кирлĕ. Республикăри вăрман пушар ĕçĕсен центрĕ икĕ автоцистерна, вăрман пушарĕсен тракторĕ, кирек ăçта та иртме пултаракан «Егерь 2» ГАЗ автомобилĕсем, седельнăй тягачлă пĕр трактор илнĕ», — тенĕ ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов.
2020 çулта ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин умне вăрман пушар техникин центрне ятарлă техникăпа 91,7% тивĕçтерме, 2024 çулта 100% çитерме задача лартнă.
«Башинформ» ИА.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин сайчĕ.
Читайте нас: