Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Майӑн 2020, 10:50

Пушкăртстан автопаркне çĕнĕ техника хушăннă

#национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты;#нацпроектыБашкортостанХытă каяшсемпе тыткаланакан «Эко-Сити» ООО РО регион операторĕн автопаркне çĕнĕ пилĕк Scania çÿп-çап турттаракан машина килнĕ, çакă В.Путинăн майри указĕпе йышăннă «Экологи» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшмалла.

Çĕнĕ те ку чухнехи техникăран тăракан автопарк республикăн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç енчи территорисенче паракан çăмăллăхсен пахалăхне лайăхлатмалла, палăртса хăварнă регоператор секретарĕ Кристина Кузнецова.
— Асăннă сферăра ытти регионсенче мĕнле ĕçленипе танлаштарсан, пирĕн патри автопарк тивĕçлĕ шайра тесе çирĕплетме пулать. Çавăнпа пĕрлех эпир ют çĕршывсенче çÿп-çап турттарассипе ĕç опычĕпе паллашатпăр, — тенĕ регоператор представителĕ.
ПР Экологи министерствин пресс-службинче çĕнĕ ятарлă техникăпа Раççейре усă курма ункайлă тесе ăнлантарнă. Çакнашкал пĕр машина унччен усă курнă виçĕ техникăна тăрать, çитменнине вăл экологи тĕлĕшĕнчен те лайăхрах, кузов калăпăшĕ 22 кубла метрпа танлашнине пăхмасăр, тĕрлĕ вырăна çитме пултарать. Çакă çине-çине çурт ларакан территорисенчен те çÿп-çапа илсе тухма май парать.
ПР Экологи министерствин пресс-служби.
Читайте нас: