Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Майӑн 2020, 09:55

Экспортерсем Пушкăртстан бюджетĕнчен логистика субсидине илеççĕ

#нацпроектыБашкортостанПР тулашри экономика çыхăнăвĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче чикĕ леш енне товарсене турттарма кирлĕ тăкаксен пайне Пушкăртстан бюджетĕнчен субсидилесси пирки икĕ компани-экспортерпа пĕрремĕш килĕшÿсене алă пуснă.

Тулашри факторсене, çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнипе çыханнисене те, шута илсе Пушкăртстан экономикине тĕреклетес чи пирвайхи мелсен планĕ йĕркипе тата «Международная кооперация и экспорт» наци проекчĕ пурнăса кĕнипе «Промышленные Металлургические Технологии» ООО тата «Башлессервис» ООО укçа-тенкĕ енчен пулăшу илнĕ.
Пĕрремĕш компани субсиди илме алюминий хутăшĕсене Японине, СШАна, Швейцарине, Канадăна тата Казахстана кÿнин докуменчĕсене панă. Тепĕр компани çурнă хăма-пĕренесене Афганистана, Узбекистана, Казахстана, Туркменистана тата Киргизине кÿни пирки документсене тăратнă.
ПР тулашри экономика çыхăнăвĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ.
Читайте нас: