«Культура» нацпроекта пула ялти культура çуртӗнче юсав вӗҫленнӗ.
«Культура» наци проекчĕ хальхи вӑхӑтри тата халиччен курман çĕнĕ ҫул-йĕр уҫать. Ăна пурнӑҫлани кивӗ культура учрежденийӗсене чӗртсе тӑратать, ялсенче пурӑнакансемшӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ сывлăшĕ парать.
Ситекпуçĕнчи тӗп культура объектĕнче юсав ӗҫӗсем иртнӗ. Юсав апрельте пуҫланчӗ, хальхи вӑхӑтра юсав ӗҫӗсене уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе май пурине пурне те тунӑ. Çĕнетÿ ĕçĕсем валли 3,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Юсава район тата республика бюджетӗсенчен софинансировани условийӗсемпе, çавăн пекех вӗсене Киров ячĕллĕ СПК пулӑшӑвӗпе пурнӑҫланӑ. Юсав ӗҫӗсен шутне ҫуртăтӑррине улаштарасси, хăш-пĕр çĕрте ҫӗнӗ алӑксемпе чӳречесем вырнаҫтарасси тата ӑшӑтмалли тытӑм монтажне пӑхса хăварнă. Халӗ культура ӗҫченӗсем-косметика юсавне хӑйсен вӑйӗпе ирттереҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, Культура çурчӗн ҫуртне 1994 ҫулта туса лартнӑ. Унта аслисемпе ачасем валли пултарулӑх коллективӗсем тата клуб коллективӗсем (пӗр коллективӗ «халӑх» ятне илнĕ), ĕслеççĕ, таврапӗлӳ кӗтессипе библиотека пур. Ялти клуб пултарулӑх мастерскойӗ тата тӗрлӗ ӑрушӑн культура пурнӑҫӗн чӗри шутланать.
— Пирӗн культура çурчӗ — ял пурнӑҫӗн тӗп пайӗ, унта тӗрлӗ ҫулти ҫынсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, тата ытларах та çĕнетес килетчĕ, анчах мӗн чухлӗ укҫа ҫитнине турӑмӑр. Пирӗншӗн ку пысӑк пулăшу. Ӗҫ пахалӑхлӑ та хӑвӑрт пулса пычӗ. Халӗ те вун-вун ҫул юсаман ҫурта йӗркене кӗртнӗшӗн чун савӑнать, — шухӑшне пӗлтерчӗ Инна Никифорова.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.