Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ирттернӗ оперативлӑ канашлура республикӑра туризм аталанӑвӗн стратегине 2035 ҫулччен туса хатӗрлемелли тӗп пӗтӗмлетӳсене сӳтсе яврӗҫ.
Пушкӑртстанри Патшалӑх туризм комитечĕн председателӗ Эльмира Туканова 2035 ҫулччен РФ туризм аталанӑвӗн стратегийӗпе килӗшӳллӗн туса хатӗрлени ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл шалти тата пӗтӗм тӗнчери рыноксенче малалла каймалли пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ турист продукчӗсене йӗркелеме, Пушкӑртстанра пурӑнакансемшӗн унӑн юрӑхлӑхне ӳстерме, бизнес условийӗсене лайӑхлатма май парать.
Ҫавӑн пекех Пушкăртра "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроекта хутшӑнмалли хушма майсем парӗ, ӑна 2022 ҫултанпа туллин хута ярӗҫ. Тӗп кӑтартусен шутӗнче — турпотока ҫулталӑкра 5 млн ҫын ӳстересси, туриндустрирен – 25 миллиард тенкӗ тупăш илесси, отрасльре ӗҫлекеннисен шутне икӗ хут ӳстересси тата инвестици калӑпӑшне 2,5 хут ӳстересси. Ҫав хушӑрах ултӑ уйӑхра республикӑна 1,9 млн турист килнӗ.
Эльмира Туканова регионти туризма аталантармалли драйверсем этнотуризм, экотуризм, пысӑк канупа шыв рекреацине аталантарасси, автотуризм, медицина, ача-пӑча тата социаллӑ туризм пуласса шутлать.
«МГ» информацийĕпе.