Раҫҫейре 2021 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче саккун йышӑннӑ, унта ачасем специализациленӗ вӗренӳпе ӑслӑлӑх центрӗсенче (СУНЦ) тӳлевсӗр вӗренме тата пурӑнма пултараҫҫӗ. Документа РФ Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫланӑ шайра хатӗрленӗ. Саккун "Вӗренӳ" нацпроекта ҫӗршывра хастарлӑн пурнӑҫлама пулӑшать.
Ҫӗнӗ саккун 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗчӗ. Пултаруллӑ ачасене ҫак кунран пуҫласа ҫавнашкал шкулсенче пурӑнасси тата апатлантарасси тӳлевсӗр пулӗ. Кун валли бюджетран укҫа уйӑрӗҫ.
Паянхи кун ҫӗршывра специализациленӗ вӗренӳпе ӑслӑлӑх вунӑ центрӗ пур.
Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн, ҫавнашкал специализациленӗ структура подразделенийӗсене туса хуракан аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен переченьне РФ Правительстви ҫирӗплетет. Специализациленӗ вӗренӳ центрӗсен тытӑмӗ пирӗн ҫӗршывӑн инновациллӗ аталанӑвӗ валли пысӑк кадрсем хатӗрлес енӗпе ӗҫлеме, талантлӑ ачасемпе пĕчĕкрен пуҫласа ӗҫлеме май парать.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уҫӑ ҫӑлкуҫсенчен.