Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Кӑрлач 2022, 21:31

Туймазă районĕнчи ялта ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать

#нацпроекты

Туймазă районĕнчи ялта ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать
Туймазă районĕнчи ялта ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать

Туймазă районӗнчи Старые Туймазă ялĕнче сывлӑх сыхлавӗн ҫӗнӗ объектне тума "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектне тата "Малтанхи медикӑпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарасси" регионти программӑна пурнӑҫланине пула май пулнă.
Туймазă район администрацийӗнче ҫӗнӗ врач амбулаторийӗнче сменӑра 75 ҫынна кайса килме май пулать, çавăнпа Старые Туймазă ял ҫыннисене кӑна мар, тата тӑватӑ ял ҫыннисене те пулӑшӗҫ тесе каласа панă. Старотуймазы ял тăрăхĕ ял советĕнче икӗ пин ытла ҫын шутланать.
Халӗ строительсем ҫуртпа ҫурт тӑррин монтажне вӗҫленӗ, фасадне ӑшӑтнӑ. Шывпа тивӗҫтермелли тата шыв кăлармалли системӑсене те туса хатӗрленӗ. Врач амбулаторийӗн ҫуртӗнче шалти отделка ӗҫсем тума тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: tuvest.ru сайтран

Туймазă районĕнчи ялта ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать
Туймазă районĕнчи ялта ҫӗнӗ врач амбулаторийӗ тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: