Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Наци проекчĕсем
14 Кӑрлач 2022, 19:41

Ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ӗҫне уҫас тесе Мускав облаҫӗнчен Пушкăртстана куҫса килнĕ

Андрейпе Надежда Дунаевсем Мускав облаҫӗнчен Пушкӑртстана ӗмӗтне пурнаçлас тесе килнӗ.

Ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ӗҫне уҫас тесе Мускав облаҫӗнчен Пушкăртстана куҫса килнĕ
Ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ӗҫне уҫас тесе Мускав облаҫӗнчен Пушкăртстана куҫса килнĕ

Андрейпе Надежда Дунаевсем Мускав облаҫӗнчен Пушкӑртстана ӗмӗтне пурнаçлас тесе килнӗ.
Мӑшӑр ҫемье йӑлине малалла тӑсма шут тытнӑ та тӑватӑ ҫул каялла сӗтел-пукан хатӗрлеме тытӑннӑ. Йывӑҫ ӗҫӗпе кӑсӑкланма Андрейăн аслашшӗ тытӑннă, вăл хӑйӗн ӑсталӑхне ывӑлӗсемпе мӑнукне панӑ. Андрей Мускав облаҫӗнче, Сергиев-Посад районӗнче ҫуралса ӳснӗ, унта колледж пӗтернӗ, йывӑҫран тăвакан производство технологӗн специальноҫне илнӗ. Арҫын сӗтел-пукан тума эскизран пуҫласа хатӗр пуличен япаласем тума вӗреннӗ, ÿкерсе илемлетме (роспись) вĕреннĕ.
Мускав облаҫӗнче ҫемье нумай хваттерлӗ ҫуртӑн вуннӑмӗш этажӗнче пурӑннӑ. Хăйсен ҫурт-йӗрĕпе явӑҫма бюджет ирӗк паман. Вара Пушкӑртстанра, Надежда çуралса ÿснĕ Давлекан районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянас шухӑш ҫуралнă. Мăшăрсем ҫурт ларнă, мастерской уçнă, станоксемпе инструментсем туянма тӑванӗсем пулӑшнӑ. Производство ӳсме пуҫласан хушма оборудовани кирлӗ пулнӑ. Ăна вĕсем "Пушкӑртстан Республикинчи ӗҫ рынокне йӗркелесси тата халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси" регионти программăпа "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче паракан пӗр вӑхӑтрах тӳлевпе туяннă.
"МГ" информацийĕпе.

Ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ӗҫне уҫас тесе Мускав облаҫӗнчен Пушкăртстана куҫса килнĕ
Ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ӗҫне уҫас тесе Мускав облаҫӗнчен Пушкăртстана куҫса килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: