Ҫак кунсенче республика Сывлӑх сыхлавӗн министерствин строительство пайӗн пуҫлӑхӗ Рита Соколинская Нуриман районӗнчи Истриково ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне вырнаҫтарас енӗпе ӗҫсем мӗнле пынине тĕрĕсленĕ, пӗлтерет ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби .
ФАПа "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Малтанхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарасси" регион проекчӗн шайӗнче тăваççĕ. Ӑна васкавлӑ пулӑшу памалли оборудовани тата медикаментсен тулли комплекчӗпе пуянлатӗҫ. Кунта кирлӗ медицина пулӑшӑвне илмелли тата персонал ӗҫченӗсем валли хӑтлӑ майсем йӗркелеҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Нуриман район администрацин социаллă сетьри страницинчен.