Ҫитес ҫул Пушкӑртстан аграрийӗсем Германие 60 тонна эспарцет – выльӑх апачӗ ял хуҫалӑх культурин вӑрлӑхне янă, пӗлтерет ПР Ял хуҫалӑх Надзорӗн пресс-служби.
Пушкӑрт аграрийӗсем хӑйсен продукцийӗпе Европа рынокне ытларах та ытларах тухаҫҫӗ. Выльӑх апачлĕх культурăсен вӑрлӑхӗ лайӑх пахалӑхӗсемпее, калӑпӑр, пысӑк шӑтаслӑхпа тухӑҫлӑхĕпе, температурăна чăтаслăхĕпе тата чир-чӗре хирĕç тăнипе республикӑри хирсенче пухнӑ тата европеецсен хисепне çĕнсе илнĕ.
Республикӑри ФГБУ ЦНМВЛ Пушкӑрт филиалӗнче пӗтӗмӗшле виҫепе 60 тонна яхӑн вăрлăха Раҫҫей Ял хуҫалӑх Надзорӗн управленийĕ тӗрӗслесе тухнӑ, лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршывра Владимир Путин пуҫарнӑ "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Ун тӑрӑх АПК продукцийӗсене сутасси 2024 ҫул тӗлне ҫулталӑкне 45 миллиард доллар таран ӳсмелле.
https://resbash.ru/news/natsproekty