Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Кӑрлач 2022, 10:34

Пушкӑрт фермерĕсем грант пулăшнипе производствӑна аталантараҫҫӗ

Бурай районӗнчи Халиловсем патшалӑх пулӑшнипе герефорд ăратлă пушмаксем тата трактор туяннӑ, пӗлтерет регионти аграри ведомствин пресс-служби.  

Пушкӑрт фермерĕсем грант пулăшнипе производствӑна аталантараҫҫӗ
Пушкӑрт фермерĕсем грант пулăшнипе производствӑна аталантараҫҫӗ

Фирузапа Ильшат Халиловсем какай ӑратлă ĕне выльăх ӗрчетеҫҫӗ. Вӗсем 2019 ҫултан пуҫласа шкулсене аш-какай тăратаҫҫӗ.  Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх 85 пуҫ шутланать. Хӑйӗн ферми, выльăх пусмалли пункчӗ, машинӑпа трактор мастерскойӗ тата ытти техника пур.  Выльӑх апачӗпе тивӗҫтерме 100 гектар лаптӑкра нумай ҫул ӳсекен тата пӗр ҫулхи курӑксем ҫитӗнеҫҫӗ. 300 гектар ака лаптӑкӗнче тырӑ-пулӑ культурисем ҫитӗнтереҫҫӗ.  Выльӑхсене хӗл каҫарасси ӑнӑҫлӑ пырать: выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ.

Халиловсем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе йĕркеленĕ «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» федераци наци проекчӗн шайӗнче "Агростартап" программӑпа килӗшӳллӗн грант пулӑшӑвӗ илнĕ, çав укçапа герефорд ăратлă вылăх тата Беларус- 82.1 трактор туяннă.

Фермерсем патшалӑх пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ферми туса выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстересшӗн.

https://resbash.ru/news/ekonomika

Пушкӑрт фермерĕсем грант пулăшнипе производствӑна аталантараҫҫӗ
Пушкӑрт фермерĕсем грант пулăшнипе производствӑна аталантараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: