

"Агро М" ООО Янаул хулинче халӑх валли сӗт, аш-какай продукцийӗн тата ҫӑкӑрпа булка изделисен калӑпӑшне ӳстерес тӗллевпе ҫӗнӗ суту-илӳ вырăнĕсем уҫма палӑртать.
"Агро М" ООО предприяти директорĕн Рудольф Шарафутдиновăн бизнес-шухăшне ҫак кунсенче "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра Янаул район администрацийӗн предприниматель сехетĕнче сӳтсе явнă.
Ял хуҫалӑх предприятийӗ тырпул культурисене ӳстерес, ӗҫмелли сӗт тата тӗрлӗ сӗт апачĕ туса илес ӗҫ-хӗле 15 ҫул ытла пурнӑҫлать. Продукцие Янаул хулинче фирма магазинӗсем урлӑ ваккӑн сутаççĕ. Ял хуҫалӑх предприятийӗн сӗт, аш-какай тата ҫӑкӑр сутмалли калӑпӑша ӳстерме майсем уҫӑлнă, анчах ҫавна тӑвас тесен хулара суту-илӳ вырăнĕсем уҫмалла е йӗркелемелле.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: yanaul.bashkortostan.ru сайтран.